<p>Ӗнер, юпан 29-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тавӑшкасси ял ҫумӗнче ҫӗнӗ сысна комплексне хута ячӗҫ. «Ҫӗрпӳ беконӗ» (выр. Цивильский бекон) ятлӑскер «Авангард» ТМЯО уйрӑмӗ пулӗ.</p>
<p>2006 ҫулхи кӗр кунӗччен кунта «Тухӑҫ» (выр. «Восход») ятлӑ панкрута тухнӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ пулнӑ. Кайран вара ӑна ҫӗнетме пуҫланӑ — икӗ ҫул хушшинче 550 миллион тенкӗ хывнӑ. Административлӑ ҫурт, машинсене дизинфекцилекен хапха, 4 нассус станцийӗ, котельнӑй, сысна ҫурисене пӑхмалли 2 корпус (вӗсенче пурӗ 10 800 ҫура ӳстерме пулать), сыснасене самӑртмалли 9 корпус (пурӗ 20 пин пуҫлӑх)... Ҫапла, комплекса хута ямашкӑн сторительсен самай тӑрӑшма тиврӗ.</p>
<p> </p>
<p>Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх Министерстви</p>
Чӑваш Енре ҫӗнӗрен йӗркеленӗ 111 ял хуҫалах коперативӗсенчен 30-шӗ хӑвӑрт аталанаҫҫӗ. Кун ҫинчен Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ. «АПК аталанӑвӗ» наци проектне хута кӗртни республикӑна самай пулӑшнӑ тесе пӗлтернӗ вӑл. Ял хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсем ӳсни кӑна мар, фермерсем ҫӗнӗлле ӗҫлени те курӑнать. Тӗслӗхрен, наци проекчӗ ӗҫлеме пуҫланиччен фермерсем ӗнесене машин мелӗпе суман, халӗ вара 200 хуҫалӑх вӑл меле усӑ курать. Вал меле усӑ курнине пула уйрӑм ҫн хуҫалӑхӗсенчен туяннӑ сӗт хисепӗ 40% таран ӳснӗ. Анчах та татса паман ыйтусем те пур. Вӗсем шутне сӗте тасатасси тата сивӗтесси кӗрет.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх 18, 1 пин уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗ 2,5 млрд. тенкӗлӗх кредит илнӗ. Ку вӑхӑта вӗсенчен ҫурри ҫак укҫапа усӑ курса хӑйсен выльӑх витисене ҫӗнетнӗ, юсанӑ ӗнтӗ.
